Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чечек (М. Удалов, XXXIX пай)

Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.



Барон курать: Чечекӗн кунӗ
Ытла салхуллӑн вӗҫленет.
Пит ыратать баронӑн чунӗ,
Ӑшра ун тимлӗх хӗҫленет.
«Мӗскер тӑвас, мӗнле ҫӑлас-ха
Ҫак ҫут ахахӑн пӗрчине,
Мӗнле майпа паян уҫас-ха
Ишутӑн кӑмӑл арчине?»
Ун умӗнче вӑл тарсӑн тӑчӗ,
Ятне, хӑй тивӗҫне манса.
Пулсан та кӑкӑрта ун пӑчӑ,
Вӑл тархасларӗ йӑлӑнса:

«Ишут, ан пул, тархасшӑн, чунсӑр.
Чечек хӑрушлӑх картинче —
Кун-ҫулӗ кӗскелет. Пӗл, унсӑр
Типет, чухӑнланать тӗнче.
Пӗр ҫавӑншӑн тӑрать хураллӑн:
Илем, ачалӑх, тӳлекки...
Анчах та вӑл ҫиҫме ҫуралнӑ,
Вӑл аслати-ҫке; ун пекки,
Эс хӑв пӗлетӗн, ӗмӗрте те
Сайра-хутра ҫеҫ ҫуралать.
Ӑна ватсан ятна ҫӗртетӗн.
Вара чапу та хуралать».

«Барон, тӗлӗнтерен мана —
Ӑсна мӗн тыткӑнланӑ кӗҫӗр?
Эп хӗрхенсессӗн халь ӑна,
Ӗмӗрлӗхе Домокл хӗҫӗ
Пулса вӑл тӑрӗ, пӗл эс, маншӑн.
Кама ман каҫарас, кама?
Халь ҫак ӗҫе паян туманшӑн
Эп ҫӗр хут айӑплӑп хама.
Ҫук, ҫук, ӑна каҫараймастӑп,
Ан ыйт та уншӑн эс манран,
Хам чӗрене эп чараймастӑп...
Кала-ха, мӗн пирки анран?»

«Эс чунсӑр-мӗн, мон шер ами;
Куратӑп: ҫук сан ырӑ хӑлӑх.
Санра ыр кӑмӑл шырани —
Пач усӑсӑр тим, ӗҫӗ кӑлӑх:
Эс ҫуралман хисеплеме...
Мӗн пулӗ эп ырханлансассӑн,
Чӗрем е чун суранлансассӑн?
Васкавлӑ пымӑн сиплеме.
Сан туслӑх маншӑн — вӑл ултав!
Пӗл, ҫавӑншӑн пулать ман акци.
Ҫине тӑрсах санран ыйтап
Мана памашкӑн сатисфакци».

«Барон, эс шӳтлесе кулатӑн.
Итлес килмест ку сӑмаха».
«Ҫук, шӳтлеместӗп, хӑв куратӑн».
«Барон, эс ернӗ ухмаха».
«Ҫук, эп ермен. Паян тататӑп
Ытла ултавлӑ туйӑма.
Пурӑнӑҫа эп юрататӑп...
Пит шел — пӗлмерӗм уяма».
«Ну, юрӗ-ҫке, ыран куратпӑр.
Ӑраскална ан айӑпла».
«Хӗвел ансассӑн тӗл пулатпӑр
Эпир уҫланкӑра апла».

Ах, чунӗ касӑлчӗ Ваҫлейӗн,
Ҫакна илтсессӗн ӑнсӑртран.
«Каллех имшер, тӳлек телейӗ
Тарса пытанчӗ баронран.
Хура халат пек килчӗ, ларчӗ
Сехмет барон ури вӗҫне...
Кам ҫакӑ йӑлана кӑларчӗ,
Кам туптатать-ши ун хӗҫне?»
Ваҫлей шутлать: «Кам ҫӑлӗ-ши?..»
Самант ас илчӗ: «Ҫав, Чечек!»
Хуҫа ҫитеймӗ те пӑши —
Тухса вӑл ыткӑнчӗ ирех.

Вӑрман пӗччен чух хӑналамӗ;
Ҫулсем нумай: ҫӗр хут юпле.
Ак, курӑнать, — никам палламӗ, —
Сӗм тӗттӗм чӑтлӑхра ӳпле.
«Ваҫлей?» — пит тӗлӗнчӗ Чечек, —
Кама кунта ертсе эс килтӗн,
Мӗнле эс тупрӑн-ха пире?
Тӑшман пулсан, шутла ху, вилтӗн...»
«Ҫук, ҫук, Чечек, ман урӑх ӗҫ —
Ҫынна ҫӑлассӑм ман килет.
Улпут ҫине ҫӗкленнӗ хӗҫ...
Ӗлкӗреймесессӗн, вӑл вилет».

Пӗлтерчӗ халь Ваҫлей хӗре:
«Баронӑн вӑхӑчӗ хӑрушӑ, —
Чӗр вилӗм хатӗрленӗ уншӑн, —
Васкас тӗл пулмалли ҫӗре».
Хӗр йӑпӑрт-япӑртах утланчӗ,
Алла вӑл илчӗ пӑшалне,
Ҫилхе ҫине выртса хутланчӗ,
Вӑл ҫыртрӗ ҫилӗпе шӑлне.
Чечек пӗр чарӑнми ӗрлерӗ, —
Кун пек нихҫан та ахӑрман, —
Унпа пӗрле ытла кӗрлерӗ
Шавпа хускалнӑ сӗм вӑрман.


Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-11 12:07:54 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3088 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем